«Капкӑн» 3 ҫуллӑхне хисеплесе ҫырнӑ сӑвӑ.
Кукки, куки кукрашки
Вара сана мӑклашки;
Мӑклашкийӗ сана мар –
«Капкӑн» илме укҫа пар!
Пар, пар – укҫа пар,
Укҫи пултӑр кӗмӗлли…
Кӗмӗл укҫан хакӗ пур –
«Капкӑн» илме вӑхӑт пур…
– Тытха, кукка, стакканне,
Тӗппи курка туса пар!
Стаккан тӗпне укҫине
Ярса пама ан шелле!
Тӗппи курка тумасан,
Тӗпне укҫа ямасан, –
Алла курка ан та тыт,
Кукки, ятне – ан та илт!
Кук, кук кукамай,
Кукӑль пӗҫерсе памасан –
Кӑмаки тӳпи ишӗлтӗр!
Мана укҫа памасан
Кӗсйи тӗпӗ ҫаралтӑр!
Куччи, куччи-кучченеҫ –
Кучченеҫ мар – укҫинех;
«Капкӑн» илме укҫиччӗ –
Укҫи пулсан «Капкӑн» пур.
Теппи пиччи пит чипер –
Кӗсйи тулли укҫи пур..,
– Тытса пар-ха куркине
Тӗпне кӗмӗл ярса пар!
Теппи пиччи, тӗппи ӗҫ,
Манӑн ята хисепле!
Мава качча париччен
«Капкӑн» илсе памӑн-ши?
Укҫи, укҫи-укҫине
Манӑн йысна юратать;
Ҫӗрме пуян пулсан та
Манран курка тытмарӗ.
Тытин-тытмин – ан та тыт,
Пилӗк пусна хӗрхенсен.
Хыт пуяна – хыт кукар –
Черет курки тивеймӗ…
Атте, ӗнтӗ – укҫи пур,
«Капкӑн» илме каям-и?
«Канкӑн» ҫинче пурте пур –
Улах ларма кулӑш пур…
Кулӑшши те – кулӑшла –
Пит час унта ҫакланма.