«Капкӑн» 10 ҫул тултарнӑ ятпа
Чӑвашсен тӗп хулинче – Шупашкарта, Канаш урамӗнче, «Канаш» хаҫат ҫуртӗнче – чыслӑ ашшӗ-амӗш килӗнче – 1925 ҫулта ҫанталӑк ҫуркунне енне сулӑннӑ вӑхӑтра ҫуралчӗ вӑл. Унӑн тӑван амӑшӗ «Канаш» хаҫат, тӑван ашшӗ «Чувашский край» хаҫат пулчӗҫ. Вӑл ашшӗ-амӗшӗн виҫҫӗмӗш ачи пулса ҫуралчӗ. Аслӑрах пиччӗшӗ – унӑн «Тӳнтерлӗшсем» ятлӑ «пӗрене» хаҫачӗ, йӑмӑкӗ «Хӗрлӗ сӑнӑ» ятлӑччӗ. «Хӗрлӗ сӑнӑ» ятли вырӑсла тумланаччӗ. «Тӳнтерлӗшсем» те «Хӗрлӗ сӑнӑ» та нумаях пурӑнмарӗҫ, чирлӗрех ҫуралнӑ пирки чирпех пӗтрӗҫ. Ку вара, виҫҫӗмӗшӗ, «Капкӑн» тени ашшӗ-амӑшне савӑнтармалах ӳссе паттӑрланса пычӗ…
«Ӗҫӗ ҫапла пулчӗ»… тесе пуҫлаттӑмӑр вара епӗр ӗлӗк чухне, хаҫатра ӗҫлеме вӗреннӗ вӑхӑтсенче…
«Канаш» хаҫат редактӑрӗн пӗчӗк пӳлӗмӗнче тӗнче курман тӗтӗм йавӑнса тӑрат. «Канаш» ҫыравҫисем чӗлӗмпе те, чӗркесе те табак паклаттараҫҫӗ. Иван Мучин мӑн пуҫӗ кӑвак тӗтӗм ӑшӗнче Атӑл шывӗ ҫинчи бакен пек ярӑнса тӑрат. «Канаш» редактӑрӗ ҫӑварӗнчен акшар ҫунтарнӑ ҫӗртен тухнӑ пек тӗтӗм ҫӗкленет. Алендей чыхӑна-чыхӑна ҫырат. Хума Ҫеменӗ тарӑн шухӑшра ларать. Лашман пуҫӗ тӗтӗмре тӗтре ҫинчи радио антенни пек пӗрре курӑнса, тепре пытанса тӑрать. Пӳлӗмре хӗрӳ калаҫу пырать:
Ив. Мучи. Мӗн унта калаҫса тӑмали пур? Йышӑнас та кӑларса та ярас.
Лашман. Кӑлариччен ятне тупас пулать-ха.
Золотӑв. «Хӗскӗчӗ» тесе калас мар-и?
Алендей. Ха! Тупнӑ вӑл яат. «Ҫӑпата», тесе калас.
Ив. Мучи. «Шӗшлӗ аври» тесе калама май килмест-и?
Хума Ҫ. «Караппӑл» тесе калас пулать ӑна.
Гордеев сторӑж. «Турчӑка» тесе ят парас мар-и? Кӑмака умӗнче вӑл яланах кирлӗ пулакан йапала.
Ялкор. «Чӗрӗп» тесен аван пулмаст-и?
Кӗрет Лава Платунӗ.
Золотӑв. Акӑ тупса параканни ҫитрӗ…
Тем чухлӗ шутласан та ку калаҫура ҫӗнӗрен кӑларма шутланӑ кулӑш журналӗ валли ят тупаймаҫҫӗ.
Лашман. Капла май пулмаст пуль… Малтан материалӗсене хатӗрлер мар-и? Кайрантарах ятне те тупӑпӑр.
Кулӑш журналӗ валли ҫырнӑ ҫӗртенех Иван Мучипе Лашман пӗр харӑсах чӳречерен урампа Шупашкарти паллӑ сунарҫӑ И. Шевле упа капкӑнӗ йӑтса пынине кураҫҫӗ. Харӑсах:
– Тупрӑм! —тесе кӑшкӑрса йараҫҫӗ те ҫамкисене ҫапса пӗр-пӗрин ҫине пӑхаҫҫӗ. Унтан:
– «Капкӑн», «Капкӑн», — тесе чупса кӗреҫҫӗ иккӗшӗ те редактӑр патне.
– Мӗнле?
– «Капкӑн»!
– Пулчӗ! Ячӗ «Капкӑн» пулать. Кулаксене юмӑҫсене, пупсене, жуликсене тытма ячӗ пит вырӑнлӑ пулать-ха…
Тепӗр самантран кулӑш журналӗв ячӗ «Капкӑн» ячӗпех Обкомра та ҫирӗпленчӗ…
Саттур та маттур ҫирӗпленсе пычӗ «Капкӑн». Малтанхи кунсенчех «Капкӑн» лаҫҫине Ваҫанкка поэт васкаса килсе ҫитрӗ. Ҫпритун Шӑпчӑк ҫанӑсене тавӑрсах тытӑнчӗ ӗҫлеме. Лава пичче ҫӗмӗрме пуҫларӗ «Капкӑн» урлӑ тӑшмансене. Ялавин пычӗ… Етмен ӗҫлеме пуҫларӗ. Художник В. Филиппӑв сӑрлама тытӑнчӗ мӗн пур усал тӗнчине хӑрӑмпа. Хайхи хускалса кайрӗ ӗҫ, тытса чарма та ҫук! Иван Мучи журналӑн канма пӗлми ӗҫлевҫи пулчӗ.
Мӗн чухлӗ хӑямата, тӗрлӗрен мура, тӗрлӗрен ҫӳп ҫапа хӗстерсе илсе тӑкмарӗ пульь хӑйӗн малтанхи кунӗсенчех «Капкӑн».
Кунҫулӗ унӑн пархатарлӑ пулчӗ. «Капкӑн» чӑваш ӗҫҫыннин ҫывӑх тусӗ пулса тӑчӗ. Ун тавра пиншер капкӑнҫӑ – ялкорсем тӑрса тухрӗҫ. «Капкӑн» тӑшмана ҫӗмӗрекен йӑвӑр артилери пулчӗ.
Вунӑ ҫул тултарнӑ «Капкӑн» тата ун «хуҫи» — Иван Мучи чечекленсе тӑракан пултарулӑхра тӑраҫҫӗ. Салам, «Капкӑн» ӗҫне тӑвакансене!
Ватӑ «капкӑнҫӑ» Хура Ура.