Ҫӗр айӗнчен чакаласа кӑларнӑ йапаласем, архивсенче тупнӑ метрикӑ хучӗсем тӑрӑх, «Капкӑн» 1925 ҫулта, мартӑн 16-мӗш кунӗнче ҫуралса тухнӑ. Вӑл кун ӑна ирхине 9 сехетре, рабочисемпе хресченсен ирӗкӗпе пийелесе (чӗркесе), «Канаш» хаҫат варрине выртарнӑ: пӗччен тухса утса кайма унӑн вӑй-хал пулман.
Ача ҫуралнӑ ятпа ашшӗ-амӗшӗсем килйыш пӑтти, ясманне туман, ача чӑкӑчӗ чӳклемен, пуҫламан чӑкӑтпа, пуҫламан ҫӑкӑрпа: ачана ырлӑх-сывлӑх пар, кунлӑ-ҫуллӑ ту, ӑраскаллӑ тивлетлӗ ту, тесе кӳршисене чӗнсе, йашка-ҫӑкӑр ҫимен, мӗншӗн тесен ача ашшӗ-амӗшӗсем тӗшмӗшлӗ ҫынсем пулман. (Йӑвӑҫҫинчен улми айакка ӳкмест. Тӗшмӗшсене ӗненмен пирки ачи те хӑйӗн малтанхи пусӑмӗнчех (номӗрӗнче) «Турӑ саккунӗпе» ятлӑ тӗшмӗшсемпе хирӗҫекен калав каласа панӑ).
Ачана пийелесе «Канаш» хаҫат варрине выртарсан, Шупашкар пуштин ҫилҫунатлӑ лашисем пынӑ та, ӑна ҫав ҫӗршывра пурӑнакан ӗҫҫыннисем ятлӑ халӑх патне илсе кайнӑ. Ĕҫҫыннисем «Канаша» тытнӑ та, «Канаш» варринче выртакан ачана курнӑ. Ӗҫҫынни тенӗ халӑха, ачи култарма тытӑннӑ.
Ӗҫҫыннисем кулнӑ, кулнӑ, кулса тӑраннӑ хыҫҫӑн ачана сывлӑх сунса ҫывӑрма выртнӑ. Ҫапла иртнӗ тин ҫуралнӑ ачан тӗнчере пурӑннӑ пирвайхи кунӗ.