Частушки – это своего рода говорящая летопись тех времен. Через поэтические образы и аллегории чуваши рассказывали о своей жизни – такой, какая она есть. С печалями, нуждами, горестями, радостями, ежедневными заботами и хлопотами. В них они выражали мысли, переживания, надежды, наблюдения, мудрость.
По страницам журнала «Капкӑн» (1925-1940 гг.)
Марк Аттай Заем такмакӗсем Купӑс йӑтса выляма Ман пӳрнесем пит ӑста; Савса ҫӗнӗ заема Ма юрлас мар купӑспа? Садри тенкел тап-таса Ларса хаҫат вулар-и? Пӗр-пӗринпе ӑмӑртса, Тусӑм, заем сарар-и? Сӑран атӑ пур чухне Ҫӑпатапа ҫӳрес мар; Ҫӗнӗ заем тухнӑ чух Туянмасӑр юлас мар. Ҫивӗч Миша заемпа Пилӗкӗ пин илнӗ те, Радио та патефон, Тем те пӗр пур ун килте. Йӑлтӑр-ялтӑр йӑлтӑрти Сарӑ хӗвел – кун ҫути; Ху куратӑн, Ӑраман, Ҫӗнӗ заем алра ман. Икӗ ретлӗ купӑсне Тытатӑп та вылятӑп. Чун савӑнчӗ ман унпа Выляв тухрӗ заемпа. Пирӗн колхоз улӑхӗн Кӑҫал утӑ пит ӑннӑ. Халӗ епӗр кашнийех Ҫӗн заема ҫырӑннӑ. Кӗсйе тулли сар мӑйӑр Ма тусӑма парас мар? Хам юратнӑ ҫӗршыва Мӗншӗн кивҫен парас мар? Ма сӑрларӑн вӗллӳне Сад пахчине лартмасан? Ма мухтанан хупала Ҫӗнӗ заем пулмасан? Ӗҫре чӗрӗ колхозник Сад пахчийӗ ӳстерет. Пирӗн заем укҫипе Совет вӑйне ӳстерет. Кантӑк умӗ чечеклӗ, Ах, ытла та илемлӗ. Манӑн тӑван ҫӗршывра Ах, пурӑнма илемлӗ. Пӗтӗм Совет Союзӗ Ҫӗн заема ҫырӑнать. Ҫӗр тенкӗлӗх заем пар, Эп ҫынсенчен катӑк мар. Куҫсем ӑшшӑн пӑхаҫ сан Ав чӗресре пыл пур – ил; Манпа ӑмӑртан пулсан Ҫӗн заема часрах ил. Трактористка хӗр Вассин Облигаци аллӑ; Пысӑк выляв тухасси Такама та паллӑ. Ватӑ тӑхлачӑ Татьян Юрӑ тӑсса янӑ; Мӗншӗн тесен вӑл паян Ҫӗн заем туяннӑ. Наҫтӑ ятлӑ кинемей Ма заемшӑн хӗпӗртет? Ара пӗр ҫӗр тенкӗпех Вӑл пилӗк пин илнӗ, тет. «Танго» купӑс икӗ рет Янтӑратӑр сасӑ; Асанне те хӗпӗртет Заем ҫырӑнсассӑн. Ӳсет савнӑ ҫӗршыв ман Чунтан хӗпӗртетӗп; Ҫавӑнпа та заема Анлӑн сарас тетӗп. Эй, куками, кукаҫи, Куҫ хупса ан ларӑр; Часрах укҫа хутаҫҫи Заемшӑн кӑларӑр. Пирӗн заем укҫипе Совет вӑйӗ хӑпарать; Тем пек паха машинсем Пире савса вӑл парать. Янтра, купӑсӑм, янтра, Ман кӑмӑлӑм тултӑр; Заемсӑрри таврара Пӗр ҫын та ан пултӑр. Юррӑм ҫитрӗ ман вӗҫне, Тусӑмсем, сыв пулӑр; Заем илме кашнийех Ял советне утӑр! Капкӑн. –1936. – № 7. – С. 2.
Татьяна Мажанова Такмаксем Сӑмса тутри тутӑр-и, Сӑмса шӑлма анчах вӑл. Кахал савни савни-и, Намӑс курма анчах вӑл. Вӗлтрен курӑк усалли Ҫат пахчинче кирлӗ мар. Ӗҫре усӑк алӑлли Пир(ӗ)н хушӑра кирлӗ мар. Йӑр-йӑр юхан шыв урлӑ Ҫапӑ хур та, каҫса кай. Тӑшман выртсан ҫул урлӑ, Тапса сир те, каҫса кай. Касин касчӑр пилешне Эп шыв сапса ӳстермен. Наянпала килӗшме Анне мана ӳстермен. Туран анат тур лаша Хӑлхисене вырттарса. Трактӑр пырать шавласа, Пур тӑшмана хӑратса. Ҫинҫе пилӗк авӑнма, Ҫивӗч ҫава ут ҫулма. Хура хӑма хурланма, Хӗрлӗ хӑма савӑнма. Капкӑн. – 1935. – № 11. – С. 10.
Марк Аттай Частушкӑсем Мӗне кирлӗ мана питӗ Хаклӑ пирус «Пушкӑ»? Янтӑратӑр, кӗвӗлетӗп Тӗрлӗрен частушкӑ. Ӗлӗк манӑн пӳрт-ҫуртра Шӑрш-маршӑ ҫуратчӗ; Ҫулталӑксӑр урайне Карчӑк ман ҫумастчӗ. Халӗ пӳрт-ҫурт чаплӑ ман, Урайӗсем сӑрлӑ. Юрра кумать патефон… Пурнӑҫ ман культурлӑ. Ӗлӗк пупсем халӑха Ураса тыттарнӑ; Хӑйсем вара кӑлӑхах Ҫисе кӳпсе ларнӑ. Ӗненместпӗр халь пупа, Ултава пӗлетпӗр. Кӑмӑлларӑм клуба Радио итлетпӗр. Ӗлӗк эпӗр ҫемйипех Кӗҫӗпе аптранӑ; Кунӗн-ҫӗрӗн шӑл йӗрсе Текех хыҫкаланнӑ. Халӗ шӑм-шак тап-таса, Пурӑнма пӗлетпӗр : Пӗрик шӗпӗн тухсанах Тухтӑра каятпӑр. Ӗлӗк тырпул вырнӑ чух Ҫурла пит асатчӗ; Хӑмӑл касас вырӑнне Вӑл алла касатчӗ. Пӗрлешӳллӗ пурнӑҫпа Ман ҫӗкленчӗ кӑмӑл; Тыр выратпӑр жнейкӑпа Эх, ӗҫлеме ҫӑмӑл! Ҫул-йӗрсемччӗ – пӗтмелле… Тухсан аран шуҫнӑ; Пӑрӑс мӑнӗш тӗнеле Шарт! – тутарса хуҫнӑ. Халӗ ҫулсем ҫатма пек Яп-яка, тип-тикӗс; Ларса пыран «улпутла» Вӗҫтерет автобус. Ӗлӗк пирӗн кӗперсем Тайӑлса ларатчӗҫ; Шӑши каҫнипех, мурсем, Йӑванса анатчӗҫ. Халь кӗперсем пӑх та кур Савӑнса тӑратпӑр; Автона та, трактӑра Урлӑ каҫаратпӑр. Капкӑн. – 1935. – № 10. – С. 5.
«Капкӑн» такмакӗсем (Алфавит йӗркипе) Атӑл шывпе кимӗ юхать Аҫтӑркана ҫитесшӗн, Пуян Микик шайккӑ пухать Ял советне кӗресшӗн. Урампа эп иртнӗ чух Иккӗ-виҫҫӗ такӑнтӑм, Пӗр поэма вуланӑ чух Ҫӗр те виҫҫӗ такӑнтӑм. Ыраш вырса пӗтерсессӗн Ҫуртри вырма тухаҫҫӗ, Пуху туса иртерсессӗн Сулкаланса утаҫҫӗ. Ӑрат лаша кӑтра ҫилхе Вӑрӑм ҫулта ывӑнмасть, Арӑм майра ирпе килте, Каҫпа куҫа курӑнмасть. Ерех тени ӗрет тӑвать, Ӗрет тухсан килелле… Киле ҫитсен чышкӑ парать Матка пуҫӗ еннелле. Ӳсӗр ҫынӑн ик куҫӗ те Пӗр куҫ тӗшне тӑраймасть. Пирӗн ялӑн канашӗ те Пӗр тӗшне тӑраймасть. Иван пиччен мӑн пӑрӑвӗ Ют ӗнене ӗмет тет, Пирӗн пупӑн аслӑ ывӑлӗ Комсомола кӗрет тет. Ӗлӗк Микик пит куштанчӗ Мухтанатчӗ мулӗпе, Халӗ ӗнте кӑшт лӑпланчӗ Ҫак самана йӑлипе. Курак пулса ҫунат ҫапса Кӑнтӑрлана вӗҫӗттӗм, Асли пулса портфель ҫакса Кӗр лашапа ҫӳрӗттӗм. Хитре хӗрсем кӗнселерте Машинпала ӗҫлеҫҫӗ Пырса кӗрсен кабинета Иейкеленме пӗлеҫҫӗ. Пирӗн чӑваш поэчӗсем Чӑваш чӗлхин тусӗсем, Анчах хӑшӗн ҫырӑвӗнче Нумай вырӑс сӑмахсем. Туран хуллен ансассӑн та Ялти-ялти сиктерет, Асли «юлташ» пулсассӑн та, Эп кам тесе сиккелет. Тӑппи-тӑппи уткалаҫҫӗ Кооператив хуҫисем, Унта кунта сулӑнаҫҫӗ Ҫӳпҫе хырам ӳсӗрсем. Чи-чи кӑсӑя, ӑҫта каян? Кантӑр вӑрри вӑрлама. - Селти инке, ӑҫта чупан? - Самогонне юхтарма. Шӑпӑртатса ҫумӑр ҫӑвать Кӑнтӑрлана чарӑнӗ. Пирӗн Петӗр хулиганлать, Ӑҫта ҫитсе ҫапӑнӗ. Самар хулин урамӗсем Ытла хитре урамсем, Шупашкарӑн пур ҫурчӗсен Арӑш-пирӗш номерӗсем. Ҫумри арӑм чипер пулсан Кӑмӑл ҫӳле ҫӗкленет, Аяккинче тепре пулсан Тарӑн кӑсье шӗвелет. Лапри хитре чечексем Мӗн сулхӑнпа ӳснӗ-ши? Пирӗн лавккан таварӗсем Ӑҫта кайса кӗнӗ-ши? Лява хӗрне вӑрлаҫҫӗ Самай ҫурҫӗр тӗлӗнче, Халӗ ӗнтӗ чышкӑ вылять Ҫак мӑшӑрсем хушшинче. Мӑнкун тени Шупашкарта Ытла чаплӑ пулаять: Совет тенӗ хваттерсенче Хаклӑ ерех юхӑнать. Насар тени Насаркка тет, Этем ячӗ тӗрли пур. Манӑн арӑм иккӗ-виҫҫӗ Пӗри прахсан тепри пур. Нанине те, нянине, тет Краҫук аппа ачине, Ир те кӗтет, каҫ та кӗтет Алиментӑн укҫине. Русский тени вырӑс пулать, Вырӑс ячӗ чӑваш мар, Эх, юлташсем, Шупашкартах Майра кулли пулас мар. Юри тӑсрӑм юррисене Чӑваш ятне асӑнса, Юри тупрӑм такмаксене «Капкӑн» ятне асӑнса. Капкӑн. – 1927. – № 9. – С. 14.
Евдокимов Н. Такмаксем («Капкӑн» тавра) Якку, Якку ялкор тетӗр Ялкор камне пелместӗр. Ирсӗр ӗҫсем таватӑр та «Капкӑн» ӑшне кӗретӗр. Елчӗк лӑпкӑ ял тетӗр-им? Унта куштан сахал мар. Тытмӗ тесе шанатӑр-им? «Капкӑн» алли кӗске мар. Ула лаша хӑй тамаша, Ака туртмасть, мӗн тӑвас? Улталантӑм аппаланса – «Капкӑн» хыпрӗ, мӗн тӑвас? Пурис пичче путсӗр ӗҫке – Ирсӗр ӗҫсем тукалать, Пирӗн «Капкӑн» хаяр ӗҫке – Часах тытса «кап» тӑвать. Манӑн туссем ултӑ-ҫиччӗ Пӗри прахсан, тепри пур, Ял ачисен комсомолсен Вирлӗ юлташ «Капкӑн» пур. Патрак Илле кӗтӳ кӗтет Хурамаллӑ сӑрт ҫинче, Ӑна халӗ улталас ҫук – «Капкӑн» Илле аллинче. Ял ҫыруҫи ман кӑмӑллӑ – Пуҫне ҫӳле ҫӗкленӗ; Пуян Микик мӑн мӗлкине «Капкӑн» ҫине ӳкернӗ. Шупашкара, ҫывӑх пулсан, Кунне иккӗ кайӑттӑм; Хуҫан ултав ӗҫсем ҫинчен Каласа ҫеҫ парӑттӑм. Тимӗр кӑвак лашам пулсан – Хӳрине явса кӳлӗттӗм, Пуян Микик ял пӑтратать – «Капкӑн» ӑшне кӗртӗттӗм. Кооператив ӗҫленӗ чух Тӗрӗс ҫултан пӑрӑннӑ, Ум пуҫлӑхсен тӗп ячӗсем «Капкӑн» ҫине ҫырӑннӑ. Пуян Хветкен тухтӑр хӗрӗ Хӑй чӗлхине маннӑ, тет, Чӑваш чӗлхи вӗрентмешкӗн «Капкӑн» пырса ҫитнӗ, тет. Чучу муча хӑй тарҫине Йывӑр ӗҫпе тӗп тӑвать. «Капкӑн» вирлӗ кӑшкӑрсассӑн Пуян чӗри «кӑлт» тӑвать. Капкӑн. – 1925. – № 10. – С. 8–9.
Евдокимов Н. «Капкӑнӑн» хӗллехи такмакӗсем Куччӑр Иван тем васкаса Асли патне ир килнӗ, Хапха умӗнче кӗтсе тӑрса Питне-куҫне тӑм илнӗ. Лавка хуҫин - саветушчин Тути темпе варланнӑ. Пичӗкивчи кӑраҫҫынӗ Хӗл сухӑнпе пӑрланнӑ. Ҫӑварни хӑнин мӑн Иванӑн Шӑннӑ кайнӑ пӳрнисем. Ӗҫкӗ пирки ҫак айванӑн Тукмак пулчӗҫ аллисем. Укри инке килне маннӑ Виҫ кун ӗнтӗ хӑнара. Хӑмӑр ӗни ҫӑмӑлланнӑ Пӑруш хытнӑ картара. Мӑн хӑпаран Ҫемен мучи Таврӑнать тет килелле. Маттур маткин кӑкӑр ачи Ӳксе юлнӑ, пӗсмӗлле! Марья аппапа Петӗр пиччен Пысӑк инкек пулнӑ тет: Кӗҫӗн ывӗл сентре ҫинчен Мӑн лаххана чӑмнӑ тет. Ҫырма тӑрӑх кӳ чупать те Хӗлӗп ҫилӗ юр пухать, Чӑваш пӳртӗн чӳречи ҫинчен Кунӗн-ҫӗрӗн шыв юхать. Хӗл сиввине тӳсеймесӗр Юрӑ тӑсса ярар-и! Пирӗн шкула хӗл ҫухатрӗ Юр айӗнчен тупар-и! Капкӑн. – 1928. – № 5. – С. 2.
Ехрим Иванӗ Такмаксем Манӑн кӳршӗ Кӑпитун «Капкӑн» ҫине ҫилленнӗ; Ун пиркиех мӗн ӑна Бухгалтертан силленӗ. Ял вӗҫӗнчи пахчара Йӑран йӑран купӑста, Йӗплӗ ҫӑмах хыптарма «Капкӑн» журнал пит ӑста! Йӗтӗн хирӗ вырӑнне Тымар-ҫимӗҫ актартӑм. Савни мана савмарӗ – «Капкӑн» илсе савтартӑм. Катри ялӗн пуҫлӑхӗ Йӗплӗ ҫӑмах хывнӑ, тет. Нимӗн тума пӗлменрен Виҫ кун йӗрсе выртнӑ, тет. Ҫамрӑк чухне, яш чухне Пит аван мӗн пурӑнма. Ялта «Капкӑн» пур чухне Мӗне кирлӗ хуйхӑрма. Капкӑн. – 1928. – № 16. – С. 15.